Ҫапларах хак пачӗ Геннадий Дегтярев хӑйӗн сӑмахӗнче Станьял Виталий Петрович 75 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ литературӑпа поэзи каҫӗнче. Кӑна Геннадий Анатольевич юбиляр хӑйӗн шухӑшне нихӑҫан та пыраманнипе, калас сӑмаха ӑшӑ вырӑна ҫухатасран хӑрамасӑр калама пултарнипе ҫыхӑнтарчӗ.
Мероприяти паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче пулчӗ. 100 ытла ҫын пухӑнмалли зала халӑх туллин пухӑнчӗ, хӑшӗ-пӗри вырӑн ҫитменрен ура ҫинче тӑчӗ. Паллӑ таврапӗлӳҫӗн, вӗрентекенӗн тата сӑвӑҫӑн ҫавра ҫулне паллӑ тума пурте пынӑччӗ — культура министрӗ Вадим Ефимов, Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитет председателӗ Пётр Краснов, Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, ҫыравҫӑсем, журналистсем, таврапӗлӳҫӗсем, вӗрентекенсем, преподавательсем тата ыттисем.
Тухса калаҫакансене илес пулсан Пётр Степанович Краснов хӑйӗн сӑмахӗнче Виталий Петровича орфографи тавра ыйту ҫӗкленӗшӗн мухтарӗ (сӑмах май, вӑл ыйтӑва унччен те ҫӗкленӗччӗ-ха та /сӑмах, «Тӑван Атӑлта» пуҫланӑ статьясен ярӑмӗ пирки/).
Ҫитес шӑматкун, кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хатӗрлесе кӑларнӑ Чӑваш Енӗн чӑвашла схемине хӑтлӑпӑр — презентаци ирттерӗпӗр. Пуҫламӑшӗ 11 сехетре.
Хӑтлава эпир чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан кашни чӑваша йыхравлатпӑр.
Ҫавӑн пекех хӑтлав хыҫҫӑн Сергей Щербаков историк пухӑннисем умӗнче 1918 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче иртнӗ чӑваш ҫарӗн пӗрремӗш пухӑвӗ ҫинчен каласа парӗ. Каласа хӑварас пулать, иртнӗ ӗмӗрти ҫак пулӑм самай пысӑк йӗр хӑварнӑ, унта тунӑ йышӑнусемпе кайран автономи йӗркеленӗ чухне те усӑ курнӑ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енӗн чӑвашла схеми иртнӗ ҫулталӑкӑн раштав уйӑхӗ пуҫламӑшӗнче А1 форматпа пичетленсе тухрӗ. Тиражӗ — 300 экземпляр. Енчен те хальччен ӑна туянайман пулсан — хӑйтав умӗн Чӑваш Енӗн схеми сутӑнӗ. Хӑтлав вӑхӑтӗнчи хак — 200 тенкӗ.
Ҫапла, Сурхури тӗлӗнчех курнӑҫнӑ-ха, анчах хыпарне халӗ кӑна пӗлтӗмӗр те. Айхи тусӗсем тӗлпулни пирки республикӑн Культура министерстви паян пӗлтерчӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗн тусӗсем, тӑванӗсем тата ҫывӑх ҫыннисем республикӑн наци вулавӑшне пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ хуларан (Мускавран, Питӗртен, Хусантан) ҫитнисем кӑна мар, Швецири хӑнасем те пулнӑ.
Пуҫтарӑннисем Г. Айхин, Б. Пастернакӑн, В. Хлебниковӑн, А. Крученыхӑн, А. Мирзаевӑн, Д. Воробьевӑн сӑввисене каланӑ май гитарӑпа каланине итленӗ, Айхин ҫырса илнӗ сассипе киленнӗ.
Вулавӑшра Айхин икӗ кӗнекин хӑтлавне те йӗркеленӗ. Пӗри — пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Айхи кунне ирттернӗ май кун ҫути кӑтартнӑ «Семь стихотворений» ятли, тепри — «Книга горизонта». Юлашкинчен асӑннине купӑс евӗр кӑларнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 24-мӗшӗнче, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан ушкӑнсем пӗрле пухӑнса малашнехи пӗрлехи ӗҫсем пирки калаҫрӗҫ. Пухӑва «Хавал» пӗрлӗх ертӳҫи Александр Блинов (Алпарух), вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин пуҫлӑхӗ Анна Егорова, «Салам» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владислав Николаев, «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗн ертӳҫи Дмитрий Степанов, Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Алексей Ефремов (Илтимер), Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников (Аҫтахар) хутшӑнчӗҫ.
Пухура хускатнӑ тӗп ыйтусем: влаҫра чӑваш наци политикине ертсе пыракан ҫын ҫукки; вӗренӳ министерствинче чӑваш наци шкулӗсемпе ӗҫлекен ҫын ҫукки; тӳре-шарапа ҫыхӑнусене епле тытасси пирки; ӳнер ӗҫӗсене пропагандӑлас ӗҫре чӑваш чӗлхипе те усӑ курасси пирки; тӗрлӗ фильмсене чӑвашла куҫарасси пирки; ҫӗнӗлле, вуланмалли литература хайлавӗсене пичетлесси; программӑсемпе ӗҫлемелли ансат инструкцисем хатӗрлесси пирки.
Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн кунашкал кайран та пухӑнсан пӑсмасть тесе пӗтӗмлетрӗҫ.
Раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Наци вулавӑшӗ умӗнче «Пӗрле утни — 2015» Ҫӗнӗ ҫул парачӗ иртет. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Тӗрӗсрех, ҫавӑн чух вӗсене шута илме пуҫлӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул сӑнарӗ евӗр тумланнисен тӗрлӗ номинацире хаклӗҫ: «Хӗл Мучин чи лайӑх тумӗ», «Юрпикен чи лайӑх тумӗ», «Чи лайӑх ҫӗнӗ ҫул ҫемйи», «Чи лайӑх ҫӗнӗ ҫул ушкӑнӗ». Чи лайӑх Хӗл Мучине Сочине кайма путевка кӗтет.
Конкурса ҫынсем кӑна мар, капӑрлатнӑ машинӑсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Автомоболистсен ассоциацийӗпе Шупашкар хула администрацийӗ «Ҫӗнӗ ҫул автокарнавалӗ» конкурс йӗркелет. Ҫӗнтерӳҫӗне 500 литр бензин парассине пӗлтереҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: 23-50-93, 37-55-66.
Концерт юратакансем Хӗрлӗ лапама васкамалла. Унта «Здравствуй, песня» вокалпа инструмент ансамбль концерчӗ иртӗ. Унтах маларах асӑннӑ конкурссене пӗтӗмлетӗҫ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш обществӑпа культура центрӗ йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине уявларӗҫ.
Сӑмах тухса калакансем ЧОКЦ ертӳҫине ӑнӑҫу сунчӗҫ, обществӑпа культура центрӗн ырӑ енӗсене асӑнчӗҫ. Кашни тенӗ пекех хӑйӗн парнипе тивӗҫтерчӗ. Пухӑннӑ хӑнасене темиҫе фольклор ушкӑнӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗ, Юхма Мишши ҫырнӑ сӑвӑпа кӗвӗленӗ юрӑсем шӑрантарчӗ.
ЧОКЦ 1989 ҫулхи раштав уйӑхӗнче йӗркеленнӗ. Хӑйӗн тӗллевӗ шутне вӑл чӑваш наци культурин аталанӑвне; республикӑра тата унӑн тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсене культурӑпа ӑс-хакӑл енӗпе пӗрлештерессине; халӑхра толерантноҫе сарассине кӗртет. Раҫҫейпе Эстонире вӗсен пурӗ 50 ытла уйрӑм шутланать. Чӑваш обществӑпа культура центрне мӗн йӗркеленӗренпе Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши ертсе пырать.
Сӑнсем (124)
Иртнӗ шӑматкун Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн черетлӗ ҫулталӑкри отчёт ларӑвӗ пулчӗ — унта халӑх академикӗсем, таврапӗлӳҫӗсем тата ыттисем пухӑнчӗҫ. Пурӗ 150 ҫынна яхӑн хутшӑнчӗҫ. Ларӑва Президиум пайташӗ Карягин Фёдор Александрович ертсе пычӗ.
Пухӑннисем умӗнче Ҫӗньялти фольклор ансамблӗ хӑйӗн пултарулахне кӑтарнӑ хыҫҫӑн лару хӑйӗн ӗҫне тытӑнчӗ. Пухура халӑх академийӗн тӗрлӗ пуйсен ертӳҫисем ҫулталӑк хушшинче мӗн туни пирки каласа пачӗҫ, академие ӗҫне кура ҫӗнӗ пайташсене йышӑнчӗҫ.
Ҫитес ҫулхи плана та йышӑнса хӑварчӗҫ. Ун пирки асӑнас пулсан 2015 ҫулта Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ тӗрлӗ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗсем, ҫавра сӗтелсем ирттерме палӑртать. Ҫавӑн пекех кӳршӗллӗ тӑрӑхсенче вырӑнти ларусене — инҫетре тӑрӑшаканнисем сахал мар-ҫке — ҫитсе хутшӑнма планланӑ.
Сӑнсем (45)
Марина Карягина 3 ҫул каялла тухнӑ хӑйӗн кӗнекине «Ылтӑн панулми» ят панӑ. Нумаях пулмасть ӑна вырӑсла кӑларнӑ. Унта калавсем, юмахсем кӗнӗ.
Хӑтлав ЧР Наци вулавӑшӗнче иртнӗ. 3 ҫул каялла чӑвашла тухнӑ кӗнекепе Шупашкарти 62-мӗш шкулти ачасем паллашма ӗлкӗрнӗ. Вӗсем хӑйсем те калавсем ҫырма тытӑннӑ.
Марина Карягинӑн калавӗсемпе юмахӗсем ачасене ҫывӑх. Унти сӑнарсем илӗртеҫҫӗ. Автор хӑйне телейлисен йышне кӗртет. Ара, вӑл кун пек майпа хӑйӗн ачалӑхне сыхласа хӑварнӑ-ҫке-ха.
Кӗнеке куҫаруҫисем Ирина Митта тата Зоя Романова оригинал текста сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑ. Елена Енькка ӳнерҫӗ те тӑрӑшса ӗҫленӗ.
Шел те, халӗ ачасем валли чӑвашла кӗнеке ҫыракан сахал. Марина Карягина хӑйӗн калавӗсемпе ӗҫтешӗсене хавхалантарасса шанать. Ҫӗнӗ кӗнекене Марфа Трубина премине тивӗҫ тесе хаклаҫҫӗ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче Валерий Железняковӑн «Паралимпиецсем» сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен куне халалланӑ.
Экспозицие авторӑн Мускаври «Без барьеров» фотоконкурса хутшӑннӑ сӑнӳкерчӗксем кӗнӗ. Валерий Железняков каланӑ тӑрӑх, ӑмӑрту вӑй виҫнипе кӑна мар, спортсменӑн шалти туйӑмӗпе те ҫыхӑннӑ. Спортсмен финиш хыҫҫӑн хӑйӗнпе хӑй кӗрешет тейӗн.
ЧР Наци вулавӑшӗнче Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен куне халалласа «Мир, доступный для всех» сӑнӳкерчӗксен куравӗ те уҫӑлнӑ. Ку проект ертӳҫи те — Валерий Железняков.
ЧР Наци вулавӑшӗнче православи кӗнекин «Радонеж» центрӗ уҫӑлнӑ. Вулакансем халӗ пине яхӑн кӗнекепе, дискпа паллашма пултараҫҫӗ. Фонда пухмашкӑн священниксем тата «Православи пуҫарӑвӗ» конкурс гранчӗ пулӑшнӑ.
Ку раритетсене — ҫырусене — перчетке тӑхӑнса ҫеҫ тытма пулать. Темиҫе ҫӗр ҫул усӑ курнӑ ҫырусене куҫ пек упрамалла вӗт. Наци вулавӑшӗнчен центр валли 200 кӗнеке суйланӑ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова пӗлтернӗ тӑрӑх, вулакана православи кӗнекипе ҫывӑхлатасшӑн. Центр хӑйӗн вулаканне тупатех. «Радонеж» валли литература пухмашкӑн чиркӳ ҫыннисем те пулӑшнӑ. Вӗсене центр уҫӑлнӑ уява чӗннӗ.
Максим Курленко иерей фонд майӗпен пысӑкланасса иккӗленмест. Центра Христос ҫуралнӑ храмӑн настоятелӗ Сергий Пушков протоиерей нумай кӗнеке парнеленӗ. Шупашкарти арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗн манахӗсем те чылай пулӑшнӑ.
Грант пулӑшнипе вулавӑш 100 пин тенкӗлӗх православи кӗнеки туяннӑ. Православи литературин центрӗн алӑкӗ кашнин валлиех уҫӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.